Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕрри кунĕ

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕрри кунĕ

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕрри кунĕ
Мĕнле пуян чăваш тĕрри, —
Унта пин-пин çулсен йĕрри,
Унта хăват илет çĕнни,
Çынсем ĕмĕртенпе кĕтни.
Тĕрĕ – чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне, алă ăсталăхне, тирпейлĕхĕпе ĕçченлĕхне сăнарлакан паллă.
Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕрри кунĕ. Ăна 2021-мӗш ҫулта уявлама йышăннă. Çак кун йĕркеленĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕ чăваш культурине аталантарасси, мăн асаттесен туприне - чăваш тĕррине - упраса хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне малалла та аталантарасси пулса тăрать.
Чăваш тĕррин кунĕ Екатерина Иосифовна Ефремова (1914-2000) эреш-тĕрĕ ӳкерçи, РСФСРăн тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ, тĕрĕ ăсти çуралнă кунпа çыхăннă. Кăçалхи çул паллă тĕрĕçĕ çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. паянхи кун
Е. И. Ефремова ĕçĕсем Чăваш Республикинче, Мускавра, Санкт-Петербургра музей фондĕсенче упранаççĕ.