Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Муркашри вăтам шкулта пĕрремĕш хут район шайĕнче «Çеçпĕл вулавĕсем» сăвă илемлĕ вулакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăмăртăва чăваш чĕлхи кунне, Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.
1) Çеçпĕл Мишши сăввисене чăвашла илемлĕ вулакансем
2) Çеçпĕл Мишши сăввисене ытти чĕлхесемпе илемлĕ вулакансем
3) Валери Туркай сăввисене чăвашла илемлĕ вулакансем
4) Валери Туркай сăввисене ытти чĕлхесемпе илемлĕ вулакансем
Конкурса 1-11 классенче вĕренекен 89 ача хутшăнчĕ.
Жюри членĕсем хакланă чухне çак критерисене шута илчĕç:
текста пĕлни
текста ăнланни
илемлĕ вулани
Çатракасинчи вăтам шкулта вĕренекен тăватă ача хутшăнчĕ ку ăмăртăва: Боярина Карина (6 кл.) В.Туркай сăввине чăвашла вулассипе, Фролова Екатерина (7 кл.) Çеçпĕл Мишши сăввине чăвашла вулассипе, Чайкина Ангелина (7 кл) Çеçпĕл Мишши сăввине чăвашла вулассипе, Чабышев Марат (8 ка.) В.Туркай сăввине чăвашла вулассипе. Вĕсенчен кашниех Диплом çĕнсе илме пултарчĕ: Катя тата Марат виççĕмĕш вырăн, Ангелина иккĕмĕш вырăн, Карина чи маттурри пулчĕ– пĕрремĕш вырăн. Маттурсем! Пурне те саламлатпăр.