Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне тата Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ.
Диктанта икĕ майпа çырчĕç. Хăйсем пурăнакан е ĕçлекен вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105,0 Fm, 95,9 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тӳрĕ эфир» / Прямой эфир» каçăпа кĕрсе, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайчĕпе Интернетри хутшăну тетелĕсенче лартнă аудиофайла итлесе çырма пултарчĕç.
Пирĕ шкул вĕренекенĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акцие хутшăнчĕç, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.