Паян, ака уйăхěн 12 – мěшěнче, Ҫатракассинчи вăтам шкулта чăваш писателě Ольга Васильева хăнара пулчě.
Чи малтанах Ольга Леонидовна хăйěн пурнăçĕ, ěçě-хěлě çинчен каласа пачĕ. Вăл Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче çуралнă. Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче вĕреннĕ чухнех статьясемпе репортажсем, калавсемпе очерксем, новеллăсемпе повеçсем çырма тытăннă. Вĕсем чăваш ачисен «Тантăш» хаçатĕнче пичетленнĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 5-мĕш курс студентки чухнех Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлеме пуçланă. Хăйне корректор пек кăна мар, пултаруллă редактор тата куçаруçă пек те кăтартнă.
Ольгăн хайлавĕсем: «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Шурă туй кĕпи», «Кĕтмен юрату», «Саламлăр аннĕре» коллективлă сборниксенче пичетленнĕ. 2018 çулта унăн «Юхать çăлкуç...» кĕнеки кун çути курнă.
7-мĕш класри ачасем Ольга Леонидовнăн «Килсěр йытă» кěнекинчи «Пÿрт уççи» калавě тăрăх лартнă инсценировкăна чуна пырса тивмелле лартса пачĕç.
Ҫыравçă хăйěн кěнекисене вулакансене тата шкул библиотекине парнелерě.
Тěлпулу вěçěнче пурте пěрле тăрса асăнмалăх сăн ÿкерчěк турěç.
https://vk.com/album-157065282_302334134