Тӑван чӗлхе – халӑх чунĕ.

Тӑван чӗлхе – халӑх чунĕ.

Тӑван чӗлхе – халӑх чунĕ. Чӗлхе пӗтсен – халӑх пӗтет. Тӑван чӗлхене упраса-сыхласа хӑварасси, ӑна малалла аталантарасси – кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ. Нарăсăн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне 2000 çултанпа палăртатпăр. Ăна ЮНЕСКОн Генеральнăй конференцийĕн 30-мĕш сессийĕнче йышăннă. Çак организаци пĕлтернĕ тăрăх, Çĕр чăмăрĕ çинче пурĕ 7 пин те 97 чĕлхе.
Çатракассинчи вăтам шкулта тăван чĕлхе кунне халалланă савнăçлă уяв иртрĕ. Малтанах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Никитина Л.В. ку уявăн истрийĕпе паллаштарчĕ, виктрина ирттерчĕ. Малалла 3 тата 4 классенче ăс пухакансем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Тăваттăмĕшсем „Йытăпа кушак“ юптрăва тата „Пĕчĕк кайăк“ юмах тăрăх лартнă инсценировка кăтартрĕç. Виççĕмĕш класра вĕренкен Тихонова Татьяна, Михайлова София тата Николаев Артем чăвашла сăвăсем илемлĕ вуласа савăнтарчĕç. Виççĕмĕш классем ташланă чăваш ташши те пурин кăмăлне те çĕклерĕ.
https://vk.com/album-157065282_301629402
. Чӗлхе пӗтсен – халӑх пӗтет. Тӑван чӗлхене упраса-сыхласа хӑварасси, ӑна малалла аталантарасси – кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ. Нарăсăн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне 2000 çултанпа палăртатпăр. Ăна ЮНЕСКОн Генеральнăй конференцийĕн 30-мĕш сессийĕнче йышăннă. Çак организаци пĕлтернĕ тăрăх, Çĕр чăмăрĕ çинче пурĕ 7 пин те 97 чĕлхе.