Чăвашла паян юрлатпăр
Чăвашла тум тăхăнатпăр
Чăвашла та ак ташлатпăр.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканĕ,çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун эпир Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр.
Çак ятпа шкулта уяв концерчĕ иртрĕ.Концертра чăваш чĕлхи ирĕккĕн те мăнаçлăн янăрарĕ,чăваш юрри çепĕççĕн шăранчĕ.