Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа ака уйăхĕн 30 –мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021» акци ирттерчĕ. Вăл чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Задачисем: − тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.
Çатракассинчи вăтам шкулта 5-11 классенче вĕренекен 16 ача та çак акцие хутшăнчĕ. Вĕсем Юхма Мишши хатĕрленĕ «Ылтăн кĕнеке» ятлă диктант çырчĕç. Палăртма кăмăллă, 16 вĕренекенрен пиллĕкĕшĕ «4» паллă илчĕç, вун пĕрĕшĕ «5» палла тивĕçрĕç.