Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – Чӑваш чӗлхи кунӗ |
Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе эс- чи пахи, эс -чун уççи. Чǎваш чěлхи- тǎван чěлхе, пин чěлхерен чи çепěççи. Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр. |
Чӑваш чӗлхи пин-пин чӗлхе хушшинче сӑваплӑ, ырӑ ятлӑ. Чӑваш чӗлхине халӑх темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пуян та илемлӗ, янăравлӑ та ҫепӗҫ, ырӑ та асамлӑ.
Эпир те шкулта чăваш чĕлхин кунне паллă турăмăр. Ҫак уява чысласси йӑлана кӗнӗ ĕнтĕ шкулта. И.Я.Яковлева, чӑваш чӗлхи кунне халалласа шкул ачисемпе тӗрлӗ мероприятисем ирттертӗмӗр. Вĕрентекенсем ачасене чăваш халăх ҫыравҫисен хайлавĕсене вулама сĕнчĕҫ. Чăваш Республики, чаваш халăхĕн историйĕ пирки, чăваш чĕлхи пирки нумай вуласа пĕлчĕҫ.
Уявра ачасем чǎваш юрри-кěввисене янǎратрěç,вǎйăсем савǎнсах вылярěç,чǎвашла сǎвǎсем янраттарчěç, ташăсем ташларěç.
Пурне те чăваш чĕлхи кунĕпе чунтан саламлатпăр.