„Вăрçă шавĕ кунта кĕрлемен...“

Чăван Енре кăçал Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк. Хăрушă вăрçă çулĕсенче пирĕн республика та, кÿршĕри облаçсем пекех, масштаблă çар строительствине хутшăннă. Кĕске вăхăтра 380 çухрăм тăршшĕ лини хатĕрлесси  çав тери пысăк ĕç шутланнă. Унта тылра юлнă вăй питти халăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ хутшăннă. 110 пин çыншăн вăл хăйне евĕр вăрçă пулнă. Хĕр арăмсем, ватăсем, пĕве кĕрсе çитеймен çамрăксем кунсерен, шартлама сивве пăхмасăр, хÿтĕлев чиккисен фронтне тухнă, палăртнă вăхăт тĕлне строительствăна вĕçленĕ. Кун пирки çитĕнекен ăрăвăн пĕлмеллех.

Çавăнпа та шкул, район, республика шайĕнче тĕрлĕ ĕç пулса иртет. Сурский рубеж РФ сайт ĕçлесе кайни те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир çак сайта хамăр пĕлекен çынсем пирки материал вырнаçтарма пултаратпăр.

  Çатракассинчи вăтам шкулта „Вăрçă шавĕ кунта кĕрлемен...“ ятпа литература каçĕ иртрĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекенсем Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене мĕн тĕллевпе тунине, унта камсем ĕçленине питĕ тĕплĕн каласа кăтартрĕç, çак пулăма халалланă сăвăсем вуларĕç. Чи пĕлтерĕшли Çатракасси ялĕнчен Сăр тăрăхне ĕçлеме кайнисене тупса палăртни. Хÿтĕлев чиккисене тăвас ĕçе хутшăннисем – чăн-чăн паттăрсем. Эпир вĕсем умĕнче ĕмĕр парăмра. Паянхи мирлĕ пурнăçра  - вĕсен тÿпи. Вĕсем хисепе тивĕç, ячĕсем ĕмĕр асра пулĕç.