Геннадий Айхие асăнса.

Геннадий Николаевич Айхи (1934-2006ç.ç.) чăвашсен тĕнче шайне тухнă çыравçи. Вăл Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта учитель кил-йышĕнче çуралнă.

Г.Айхин малтанхи сăввисем 1940-мĕш çулсен вĕçĕнче  пичетленме пуçланă. Малтан вăл ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Унăн сăвă кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те нумай пичетленнĕ. Шăпах нарăсăн 21- мĕшĕнче, Тĕнчереи пĕтĕм халăхсен тăван чĕлхи кунĕнче,  Г.Айхи пурнăçран уйрăлса кайнăранпа 15 çул çитет.

Нарăсăн 18-мĕшĕнчен пуçласа «Г. Айги. Разговор на расстоянии» проектпа килĕшÿллĕн наци библиотекинче тĕрлĕ мероприяти иртет. Г.Н.Айхи залĕнче çамрăксем валли «Айги знакомый и незнакомый» квест тата онлайн викторина иртет. Çак кунах унăн пурнăçĕпе тата ĕçĕпе çыхăннă куравсем, вуласем иртеççĕ.

Çатракассинчи вăтам шкулта 11-мĕш тата 10-мĕш классенче вĕренекенсем онлайн викторинăна хастар хутшăнчĕç, вунă ыйту çине тĕрĕс хуравсем парса сертификатсем илме тивĕç пулчĕç.