"Чӑваш проза ӑсти" онлайн-викторинăна хутшăнтăмăр

Юрий Илларионович Скворцов Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ паллă çыравçă. 2021 çулхи кăрлачăн  10- мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 90 çул çитрĕ.

Юрий Скворцов Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи Хурăнкасси ялĕнче 1931 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкулта, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче ĕçленĕ (1956-1965). Пĕр вăхăт Чăвашрадио корреспонденчĕ, «Тăван Атăл» журналăн яваплă секретарĕ пулнă. Унтан каллех Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хунă. Сăвăсем, калавсем, повеçсем çырнă. Пĕрремĕш сăвви 1953 çулта «Ялав» журналта пичетленнĕ. Унăн пултарулăхĕнче «Уках хурăнĕ», «Хĕрлĕ мăкăнь», «Çын ăшши» повеçсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ. Чылай-чылай сăввине композиторсем кĕвве хывнă. Писатель ытти халăх произведенийĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе те тимлесе ĕçленĕ.

Ю.Скворцов 1964 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ пулнă.

Çыравçăн паллăрах кĕнекисем: «Сурăм хĕрĕ» (1959), «Хĕрлĕ мăкăнь» (1962, 2003), «Уках хурăнĕ» (1963,1993), «Хĕвеле хирĕç» (1964), «Çын ăшши» (1969,1978), «Сарă кунсем» (1970), «Çул юлташĕ» (1975), «Сăваплă вут» (1982). Çырвçăн чылай хайлавне шкул программине кĕртнĕ: „Амаçури анне“ (5 кл.), „Пушмак йĕрĕ“ (7 кл.), „Хĕрлĕ мăкăнь“ (9 кл.), „Уках хурăнĕ“ (11кл.).

Ентешĕмĕрĕн çавра çулĕ тĕлне Муркашри тĕп библиотека "Чӑваш проза ӑсти" онлайн-викторина хатĕрлерĕ. Онлайн-викторина вунă ыйтуран тăрать, кăрлачăн 16-мĕшĕччен пырать.  Кăмăл тăвакансем пурте  хутшăнма пултараççĕ.

 Çатракассинчи вăтам шкулта 10-9 классенче вĕренекенсем викторинăна активлă хутшăнчĕç, чылайăшĕ пур ыйтăва та тĕрĕс хуавласа 100 балл пухма пултарчĕç. Викторинăна хутшăннă кашни вĕренекен сертификат илме тивĕç пулчĕ.