Паттăрлăх сехечĕ иртрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтернĕ.  Шкулсенче хальхи вăхăтра Сăр тата Хусан хтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен паттăрлăхне халалласа уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем, куравсем тата ытти мероприятисем иртеççĕ. Нумаях пулмасть пур çĕрте те "Строителям безмолвных рубежей..." ятлă асăну акцийĕ пулчĕ. Унтанпа сакăр теçетке çул çитет пулин те, çав вăхăтсене куççульсĕр аса илме çук. Ытла та йывăр пулнă-çке шартлама сивĕ тăнă çанталăкра вăрçă хирне тухса каяйман ватă-вĕтĕне, хĕр ачасене

 Историрен çакă паллă: Тăван çĕршывăн 1941 çулхи Аслă вăрçи пуçлансан хаяр та ирсĕр тăшман вун-вун хулапа яла питĕ кĕске вăхăтра ярса илнĕ, тĕпрен илсен, хỹтлĕх линийĕсем çукран. Мускав патнех çитнĕ ирсĕр нимĕçсем. Çакна шута илсе пысăк хуласем тавра окопсем чавма йышăннă. Çĕршывăн Оборона патшалăх комитечĕн 1941 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш АССРĕн Халăх комиссарĕсен канашĕ тата ВКП(б) Чăваш обкомĕн бюровĕ пирĕн республикăра Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисен строительствине тумаллине палăртнă. Унта 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтарма сĕннĕ.

Темĕнле йывăр пулнă пулин те, Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене палăртнă вăхăтра туса пĕтернĕ. Сăр тăрăхĕнчи ĕçсене 45 кунта — 1942 çулхи январĕн 20-мĕшĕ (Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Тăвай — срокчен), Хусан енчи строительство ĕçĕсене 1942 çулхи январĕн 25-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ. 

11 класра вĕренекенсем класс сехечĕ вăхăтĕнче çак ĕç çинчен калакан документсемпе, ятарласа ÿкернĕ видеофильмпа паллашрĕç. Хамăр тăрăхри çак ĕçсене  хутшăннă çынсене тупса палăртни питĕ кирлĕ те вырăнлă, пархатарлă ĕç пулмалла.