Николай Иванович Ашмарин - паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн улăпĕ, 17-пайлă чи пысăк Чăваш сăмахĕсен кĕнекине çырса хатĕрлекенĕ, СССР Ăслăх Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕнче вăл çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Унăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ — «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» — «Тhesaurus linguae tschuvaschorum». Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн. Малтанхи икĕ томĕ — 1910, 1912 çулсенче, пĕтĕмĕшпе Совет тапхăрĕнче çутă кун курнă. 17-мĕш томĕ 1950 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.
Н.И.Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Чăваш сăмахĕсен çÿпçи» интернет конкурс ирттерчĕ. Çавăн пекех пултаруллă ачасене тупса палăртас енĕпе ĕçлекен „Эткер“ центр паллă чĕлхеçе халалласа интернет викторина ирттерчĕ.
11 класра вĕренекенсем класс сехетĕнче паллă ăсчах пирки ÿкернĕ видефильмпа паллашрĕç, унăн пурнăçĕнчи кăсăклă пулăмсене пĕлчĕç тата паллă ĕçĕсем пирки калаçрĕç.