Эх, Çăварни! Çăварни!

Эх, Çăварни!Çăварни!

Çăвар тулли икерчи…

Кĕсье тулли премĕкĕ

Мĕншĕн çăварни теес мар.

Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни.  Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Христос тĕнĕ сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссен Масленица уявӗпе  пӗрлешнӗ.  Çăварни эрнин пирвайхи вырсарни кунне чăвашсем «аслă ҫăварни кунӗ» теҫҫӗ, 2-мӗш вырсарни кунне вара  - «кӗҫӗн ҫăварни». Çăварни уявĕн символĕ – çÿхе икерчĕ -  хӗрлӗ хӗвеле аса илтернӗ. 

Çатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем çăварни эрни пынă май çăварни уявĕ ирттерчĕç. Çăварни çинчен сăвăсем каларĕç, вăйăсем вылярĕç, çунашкасепе, ватрушкăсемпе  ярăнмалла ăмăртрĕç. Çăварни катемпине çунтарни, ачасемпе пĕрле çÿхе икерчĕ çисе савăнни нумайлăха асра юлĕ.

 Вĕрентекенсем юлашкинчен  пурне те ҫӑварнирен ҫӑварниччен ырӑ-сывӑ пурӑнма пехиллерĕç. Пурнӑҫӑрсем ҫӑварни икерчи пек пылпа ҫу хушшинче пулччӑр! Çӑварни эрни пек юрӑпа кулӑ хушшинче тӑччӑр!