Вĕçен кайăксем - пирĕн туссем.

Раштав уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнчех шап-шурă юр çĕр питне хупласа лартрĕ. Ачасемшĕн  хаваслă та савăк вăхăт çитрĕ.

 Пирĕн пата хĕл каçма юлнă çунатлă туссемшĕн хĕл - йывăр вăхăт. Вĕсем выçăпа аптранине  вĕренекенсем пĕлĕççĕ. Мĕншĕн тесен хĕлле чылай кайăк сивĕ кунсенче выçăпа аптăрать, ку вара вĕсемшĕн чи хăрушши. Çакна шута илсе Çатракассинчи вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсем „Кайăксене  - сырăшсем“ акци ирттерчĕç. Акцие класра вĕренекен чылай ача активлă хутшăнчĕ. Çак юхăма улттăмĕш класра вĕренекен ачасем те хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсенчен  кашниех алă айĕнчи япаласенчен тĕрлĕ сырăш ăсталаса килчĕ шкула: кам хăмаран, кам пластик савăтран,  картонран. Ачасем  вĕсене шкул çумĕнче ÿсекен йывăçсем çине тухса çакрĕç, тырă, кĕрпе, вăрăсем, çăкăр тĕпренчĕкĕсем хурса пачĕç. Халĕ кашни кун кăсăясемпе çерçисем апатланнине курса савăнаççĕ.

 Манăн пур ачана та чĕнсе калас килет: ачасем, кайăксене  хĕл кунĕсенче тăрантма манса ан кайăр, вĕсем пиртен пулăшу кĕтеççĕ.  Вĕçен кайăксем - пирĕн туссем.