Музейя - экскурсие

Раштавăн виççĕмĕшĕнче  вуннăмĕш класра вĕренекенсем Шупашкарта Чапаев ячĕллĕ заводăн музейĕнче пулчĕç.

Ачасене паллă завод пирки итлеме питĕ кăсăклă пулчĕ. Любовь Ивановна экскурсовод завод мĕнле çĕкленни пирки, малтанхи рабочисен мĕнле йывăрлăхсене тÿссе ирттерме тивни çинчен, Тăван Çĕр-шывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче  завод мĕнле продукцисем кăларни пирки  тата ытти нумай ĕç пирки  ăнланмалла каласа пачĕ.

Вĕренекенсене паллă завод истрийĕпе паллашни нумайлăха асра юлĕ. Çак завода хăпартнă çĕре республикăри тата республика тулашĕнчи çынсем те хутшăннă. Ĕçлекенсем малтанласа бараксенче кăна пурăннă пулсан кайран вĕсем валли хăтлă общежитисем, хваттерсем туса лартнă. Вăрçă хыççăн завод кĕпе-йĕм çумалли машинăсем, резина атă-пушмак, мечĕксем тата ытти нумай япала кăларнă. Пĕрремĕш кĕпе-йĕм çумалли автомат машинăна кунта 1975 çултах кăларнă иккен – ку та ачасемшĕн  интереллĕ пулчĕ.

Паллах, завод историйĕнче йывăр вăхăтсем те пулнă, вăл банкрота тухма пуçласан епле упраса хăварни  пирки те пĕлчĕç вĕренекенсем. Кунта паллă дивизи командирĕн,  В.И.Чапаевăн,   кĕтесĕ те пур. Хальхи вăхăтра завод чи лайăх аталанса пыракансенчен пĕри.

Кунта упранакан сăн ÿкерчĕнсемпе, экспонатсемпе, наградăсемпе паллашни  вĕренекенсен кăмăлне кайрĕ. Экскурси усăллă иртрĕ. Çак экскурсие йĕркелекенсене тав тăватăр.