Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр -120 çулта

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче паллă чăваш поэчӗ, çыравçи, патшалăх тата общество деятелĕ Çеçпĕл Мишши (Кузьмин Михаил Кузьмич) çут тĕнчене килнĕренпе 120 çул çитрĕ. Вăл Чăваш Енри Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.  Михаил Кузьмин  чăваш литературинче ырă ят хăварнă чаплă сăвăç, пирĕн халăх историне 1920-мĕш çулсенче чăваш çĕршывĕнче патшалăх тытăмне çирĕплетме тăрăшнисенчен пĕри пулнипе кĕрсе юлнă. Чăваш халăхĕ хăйĕн пултаруллă ывăлĕн ятне ĕмĕрех асра тытать. Çеçпĕл сăнарне Украина писателĕ Юрий Збанацкий «Çеçпĕл» романра тĕплĕн уçса панă. Шупашкарти пĕр урама унăн ятне халалланă, кунтах унăн палăкне тата музейне вырнаçтарнă, тăван ялĕнче те музей уçнă. Çеçпĕл ячĕ чăваш халăх чĕринче ĕмĕрех асра пулĕ.

Çатракассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем паллă çыравçа асăнса хаçат кăларчĕç, ун сăввисене пăхмасăр вуларĕç, республика  шайĕнче иртнĕ тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç. Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ “Тантăш“ хаçатпа пĕрле сумлă поэтăмăра халалласа республика шайĕнче „Кăвар чĕреллĕ сăвăç“ литература викторини ирттерчĕç. Пирĕн шкулта вĕренекенсем унта хастар хутшăнчĕç. Ыйтусем  çине  тĕрĕс хуравласа палăрма пултарчĕç. Çеçпĕл Мишши поэтăн пултарулӑхӗ малалла та хастар, мал утăмлă пулма хавхалантартӑр, ҫунатлантартӑр.