2019 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче виççĕмĕш хут «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль иртрĕ. Фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем Чăваш Республикин вĕренӱ тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси вĕренĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ» Чӑваш Республикин бюджет учрежденийĕ тата Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи «А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципалитет бюджет учрежденийĕ.
Фестивале килнĕ хăнасем шкул ачисемпе кар тăрса уява вăйă картине пуçларĕç. Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ректорĕ Юрий Николаевич Исаев пурне те саламларĕ, ăмăртусенче ăнăçусем сунчĕ.
Фестивальте тĕрлĕ енлĕ ăмăрту иртрĕ. «Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем чăвашла уроксем кăтартрĕç, вун тăватă вĕрентекен тĕрлĕ классенче чăвашла уроксем ирттерчĕç. Унтан вĕсем «Шкул ачисен патриотизм туйăмне мĕнлерех аталантармалла?» çавра сĕтелте тухса калаçрĕç, кулленхи ыйтусене мĕнлерех татса памалли пирки канашларĕç.
«Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртура кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса пачĕç, вун çичĕ ушкăн тупăшрĕç. «Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăртура 7-9 классенче вĕренекенсем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартрĕç, вун икĕ ушкăн тимлерĕ. Унтан Артем Сергеевич Федеринчикпа, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕ центрĕн ĕçтешĕпе, калаçрĕç. Çатракассинчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Димитрий Скворцовпа 7-мĕш класра ăс пухакан Надежда Чайкина «Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăртура пĕрремеш вырăн çĕнсе илчĕç, Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ Дипломĕпе кубока тивĕç тулчĕç. Сăмах май, пĕлтĕрхи ăмăртура та пирĕн шкул вĕренекенĕсем пĕрремĕш вырăн çĕнче илнĕччĕ, ун чухне ăмăртăва Димитрий Скворцовпа Татьяна Агапова хутшăннăччĕ.