Шомик шкулĕнсен – çĕнтерÿпе

Йăлана кĕнĕ тăрăх, нарăс уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче Шомикри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта республика шайĕнчи  кăмăл - сипет ыйтăвĕсемпе çыхăннă конкурс фестиваль иртнĕ. Ку фестивалĕн пĕлтерĕшĕ çуллен ÿссе пырать. Кăна конкурса хутшăнакансен йышĕ чылай пулни тата тĕрлĕ район вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем хутшăнни çирĕплетсе парать.  Конкурса йĕркелекенсем фестиваль ăнăçлă та тухăçлă ирттĕр тесе пысăк тимлĕх уйăраççĕ: уроксемпе класс  тулашĕнчи ĕçсем валли кăсăклă темăсем хатĕрлеççĕ, ачасен пултарулăхне аталантарма çыру ĕçĕсен тата ÿкерес пултарăхлăх конкурсĕсем йĕркелеççĕ. Кăçăлхи конкурсри уçă уроксем“Эпир - Раççей гражданăсем“, класс тулашĕнчи мероприятисем „Паттăрлăх ĕмĕрех пурăнать“ енсемпе иртрĕç.

Вĕренекенсем вара „Пирĕн вăхăтри Геройсем“ ятлă сочинени çырчĕç тата „Раççей символĕсем“ ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç.

Çатракассинчи вăтам шкулта историпе обществознани урокĕсене ертсе пыракан Наталия Григорьевна Романова  „Чи лайăх урок“ номанацире виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Çак шкулта çиччĕмĕш класра вĕренекен  Надежна Чайкина „Чи лайăх сочинени“ номицире „Паттăрсем пирĕнпе юнашар“ сочинени çырса аслă ушкăнри ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Эпир вĕсене саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.