2018 çулхи утă-çурла уйăхĕсенче регионсем хушшинчи «Здравствуй, школа! Сывă-и, юратнă шкулăм! Исенме, мектебем!» ачасемпе вĕрентекенсен пултарулăх фестивалĕ иртрĕ. Вĕрентекенсем:«Пĕлÿ кунĕнчи пĕрремĕш урок», «Авăнăн уйăхĕн 1-мĕшĕ», «Шкулпа пĕрремĕш хут паллашни» уяв сценарийĕсем çырса тупăшрĕç. Вĕренкенсем валли «Сывă-и, юратнă шкулăм, эпĕ тунсăхларăм» чи лайăх пултарулăх (сăвăсем) ĕçĕ тата чи лайăх ÿкерчĕк номинацисем пулчĕç.
Пирĕн шкулта 10 класра вĕренекен Вероника Ерзукова тата 8 класри Ангелина Спиридонова фестивале хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç, иккĕшĕ те иккĕмĕш вырăнсем çĕнсе илме пултарчĕç. Вероника „Чи лайăх ÿкерчĕк“ номинацире палăрчĕ, Ангелина вара „Тăван шкулăм“ сăвă çырса мала тухрĕ. Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Вĕренÿ институтĕнче çĕнтерÿçĕсене чысларĕç. Çĕнтерÿçĕсене эпир те саламлатпăр.