Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттерчĕ. Ăна 2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче ирттерме палăртнă. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Çак акцие Çатракассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç. 5-10 классенче ăс пухакан 23 вĕренекен диктант çырма кăмăл турĕç. Акцие йĕркелекенсем диктант валли А.Артемьевăн чăваш чĕлхи çинчен калакан текста суйласа илнĕ. Текст тăван чĕлхен илемĕ, хăвачĕ, сумĕ, чапĕ çинчен витĕмлĕн каласа парать.