Хапăл туса кĕтетпĕр.

Кунран –кунах ăшăтать,

Çут çанталăк чĕрĕлет.

Кĕçех килĕç  кăнтăртан

Пирĕн  кĕтнĕ „хăнасем“.

Çавăнпа   пит тăрăшатпăр,

Пуртă-пăчкăпа ĕçлетпĕр.

Ăсталатпăр вĕллесем ,

Килĕр, йышăнăр, туссем.

2018 çул ырă ĕç тăвакасен çулталăкĕ. Эпир те, Çатракассинчи вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсем,  хамăра ырă енчен кăтартас терĕмĕр. Чăваш чĕлхи урокĕнче хаваспах шăнкăрчсем валли вĕллесем тума йышăнтăмăр. Уроксем хыççăн киле кайсан хĕрcе ĕçе пикентĕмĕр. Тăрăшса ĕçлени харама каймарĕ, тепĕр эрнерен шăнкăрч вĕллисем хатĕр пулчĕç. Эпир вĕсене шкула илсе килсе аслисем пулăшнипе  йывăçсем çине вырнаçтартăмăр. Кĕçех кашни вĕлленех шăнкăрчсем йышăнĕç, вĕсен илемлĕ юрри пире савăнтарĕ.