Ун ячĕ ĕмĕрех мухтавлă.

Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăвашсемшĕн сумлă ят. Вăл тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă: Чĕмпĕрти чăваш шкулне йĕркеленĕ, чăваш çырулăхне пуçарса янă, чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли нумай шкул уçнă. Унăн ячĕ чăваш историне тăван халăха çутта кăларас енĕпе улăпла ĕçсем тунипе çеç мар, чăваш литературине аталанма, культурине пур енлĕн ешерме пулăшнипе те кĕрсе юлнă. И. Я. Яковлев калавĕсем паянхи шкул ачисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенче çамрăк ăрăва çынлăх тĕллевĕсене тĕпе хурса воспитани парас шухăш яр уççăн палăрать.

 Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнă.  Вăл  пире тăван чĕлхене юратма, тăван халăха хисеплеме вĕрентнĕ. Çавăнпа та пирĕн чăваш культурине паянхи пурнăçăн çĕнĕлĕхĕнче те аталантарсах пымалла. Чĕлхене аталантарсан халăх нихăçан та пĕтмĕ.

Пуш уйăхĕн улттăмĕшĕнче шкулти акт залне çынсем йышлăн пухăнчĕç: шкул ачисем, вĕрентекенсем, ялти сумлă ватăсем, ашшĕ-амăшĕсем. Çак кун чăваш Патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев çулталăкне шкулта официаллă майпа уçма палăртнă.

2018 çулта Чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе историне кĕрсе юлнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа  170 çул çитет. Çакна шута илсе, паллă пулăма халалласа Çатракассинчи вăтам шкулта  „Ун ячĕ ĕмĕрех мухтавлă“ ятпа пысăк уяв иртрĕ. Дирекор çумĕ Любовь Валерьевна Никитина  Яковлев çулталăкĕ уçăлнине çирĕплетсе сăмах каларĕ. Пурте ура çине тăрса Чăваш Патшалăх гимнне юрларĕç. Районти ЧНК уйрăмĕн ертÿçи Наталья Николаевна Николаева куракансем умĕнче сăмах каларĕ. И.Я.Яковлев чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçсен сумĕ паянхи кун та хăйĕн хакне çухатманни çинчен туллин каласа пачĕ, çамрăк ăрăвăн вĕрентекенĕмĕрĕн ĕçне малалла аталантарса пымалли пирки чарăнса тăчĕ.

Уявра чăваш юрри-сăвви янăрарĕ. Кунта кашни вĕренекен пултаруллă та маттур. Дмитрий Ершов А.Кăлкан çырнă „Чăвашсен пур сумлă çын“ сăвва илемлĕн вулани, Софья Корнеева, Камилла Смирнова, Виолетта Петрова, Софья Иванова чăвашла юрăсем шăрантарни куракансене савăнтарчĕ.  Вероника Ерзукова И. Яковлевăн пĕр калавне питĕ ăста выляса пани пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Уява  „Журавушка“ ансамбль тата хореографи кружокне çÿрекенсем илем кÿчĕç.  Снежанна Ильинапа Димитрий Скворцов ертсе пыракансем те хăйсен пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнерчĕç.

Фоторепортаж