Çак кунсенче „Асамат“ журналăн иккĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ.
Ку номере çуркуннене, аннесене халаллас терĕмĕр. Журналта кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсен пултарулăхĕпе паллашма пулать. Теори страницинче вулакансем даймонд çинчен пĕлме пултараççĕ, ку мелпе уроксенче те ăнăçлă усă курма пулать. „Пирĕн хăна“ рубрикăра Зоя Тимофеевнăран илнĕ интервьюпа паллашма пулать.
Палăртма кăмăллă, 7-мĕш класра вĕренекен Анлелина Спиридоновăн харăсах виçĕ сăвви пичетленчĕ ку номерьте. Журнала хамăр вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсем илем кÿреççĕ.