Хамăр çуралса ÿснĕ вырăна, тавралăха пирĕнтен кашнийĕнех юратмалла, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшмалла. Çак кунсенче Çатракассинчи вăтам шкулта саккăрмĕш класра вĕренекенсем 200 тĕп юман йывăççи лартса хăварчĕç. Кунĕ калама çук илемлĕ пулчĕ, хĕрÿ ĕç шавĕ аякранах илтĕнсе тăчĕ. Ачасем çамрăк хунавсене тĕплĕн лартрĕç. Хăйсем ырă ĕç тума пултарнипе хавхаланнăскрсем тăрăшса ĕçлерĕç. Тепĕр темиçе çултан йывăçсем ÿссе сарăлса тÿпенелле кармашĕç, илемĕпе тавралăха илем ларĕç.