Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25 –мĕшĕччен ЧРИОри шкул çулне çитмен тата пуçламăш классен кафедри йĕркеленипе регионсем хушшинчи „Атте-анне чĕлхи - чăваш чĕлхи, атте-анне чĕлхи – чи юратни” ятпа творчествăлла ĕçсен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса Чăваш чĕлхи кунне тата Аннепе атте çулталăкне халалланă. Ку ăмăртăва вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те хутшăнма пултарĕç. Ăмăрту виçĕ номинаципе иртнĕ: „Манăн юратнă урок – чăваш чĕлхи урокĕ”, „Чăваш чĕлхи урокĕсенче хальхи технологисемпие тухăçлă усă курасси” тата „Вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче чăваш чĕлхи урокне видеопа ÿкересси”.
„Манăн юратнă урок – чăваш чĕлхи урокĕ” номинацире вĕренекенсем эссе, калав, инсценировка, сăвă, юптару çырса тупăшрĕç. Ку номинацие 40 ĕç тăратнă.