Çатракассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне халалланă тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Никитина Л.В. вĕрентекен ертсе пынипе сăвă илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ, тăван чĕлхене упрама, юратмахистекен сăвăсене ачасем илемлĕн вуларĕç. Ку ăмăртăва кĕçĕн классенче вĕренекенсем те активлă хутшăнчĕç. 1-4 классенче ăс пухакансем хушшинче Юрская Катеринăпа Сретинская Катеринăна палăртса хăварас килет. 7-9 классенче вĕренекенсем „Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе” ятлă сочинени çырчĕç, çыру ĕçĕсенче авалтан пыракан чĕлхемĕр ĕмĕрсем хушши пуянланса, çивĕчленсе, туптанса пынине çутатса пачĕç. Алексеева Анастасия, Скворцов Димитрий, Белова Татьяна, Романова Анастасия, Кольцова Кристина сочиненисене ăста çырни палăрчĕ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017» акцие те активлă хутшăнчĕç. Пĕтĕмлетÿ каçĕнче вара кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем „Янăравлă ман тăван чĕлхем” литературăпа музыка композицине хутшăнчнĕç.
Шкулта иртекен ăмăртусене хутшăннисĕр пуçне вĕренекенсем республика тата район шайĕнче иртнĕ конкурссене те хастар хутшăнчĕç: ача-пăча библиотеки ирттернĕ „Чĕлхе пĕтсен пĕтет чăваш...” викторинăна, „Чĕрĕ сăмах” прозăлла хайлавсене илемлĕ вулакансен конкурсне, „Атте-анне чĕлхи чăваш чĕлхи...” ятлă творчествăлла ĕçсен ăмăртăвне, „Çĕнтерÿ ялавĕ” ирттернĕ „Эсĕ хăвăн тăрăхна пĕлетĕн-и?” викторинăна хутшăнса палăрма ĕлкĕрчĕç.
Чăваш чĕлхипе литература эрнинче палăрнă вĕренекенсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.
«Тăван чĕлхе –халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе- халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ» каларăшне яланах асра тытар.