«Моргаушский край – край перспективного туризма» проектпа килĕшӱллĕн чӱк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Москакасси шкулĕнче «Муркаш районĕ. Йăла-йĕркесем, уявсем» конкурс пулса иртрĕ.
Районти шкул ачисем конкурса тĕплĕн хатĕрленнĕ. Чăваш халăх йăли-йĕркисене, уявĕсене тĕлĕнмелле хитре те илемлĕ кăтартса пачĕҫ. Акт залĕнче вăйă юррисем, ача-пăча вăййисемпе такамакĕсем янăрарĕҫ, халăх юррисем ҫепĕҫҫĕн юхрĕҫ. Пĕрисем улах ларнине кăтарса пачĕҫ, теприсем выртмари самантсене сăнларĕҫ.
Пирĕн шкулти ачасем те конкурса хастаррăн хутшăнчĕҫ: 6 класра вĕренекен Георгий Скворцов, 7 класра вĕренекенсем Снежанна Ильина, Виолетта Петрова, Анна Васильева, Виталий Матвеев, Максим Тимонов, 8 класра вĕренекенсем Анастасия Алексеева, Вероника Ерзукова. Вĕсем ĕне ырри йăлине кăтарса пачĕҫ. Тĕпчев ĕҫне ертсе прыраканĕ, сценарине ҫырма пулăшаканĕ истори вĕрентекенĕ Наталия Григорьевна Романова. Илемлĕх ертӱҫи, ачасене сцена ҫинче хăйсене тытма хăнăхтарас ĕҫе туса пыраканĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Людмила Валериановна Никитина.
Чăваш мĕн авалтан выльăх-чĕрлĕх усранă, халĕ те çаплах. Килти хуçалăхра уйрăмах ĕне пысăк хисепре шутланать. Ĕне пулсан сĕчĕ-çăвĕ те, ашĕ-пăшĕ те, турăхĕ-уйранĕ те çителĕклĕ. Ĕне тапратма тытăнни ҫемьешĕн телей пулнă.
Ĕлĕк ĕнерине (ĕне ырри) Пихампар турăран ырлăх-сывлăх ыйтса пĕçерсе çинĕ. Хĕллехи кунсенче ача-пăча ĕне пăруласса кĕтет. Акă ĕне пăрулать. Пăрушĕнчен юлнă сĕте суса илеççĕ. Малтанхи виçĕ кунхи сĕте пĕр савăта пухса пыраççĕ. Ăна тăрăлман сĕт теççĕ. Вăл çиме юрăхсăр: çăра, тăварлă. Çав виçĕ-тăватă кун пухнă сĕте кăмакана лартса çиелте сап-сарă пуличчен пĕçереççĕ. Çакна ĕнери (ĕне ырри) теççĕ. Килти пĕр ачине ялти ачасене ĕне ырри çиме чĕнме яраççĕ.Чи малтанах сĕтел çине пĕр чашăкпа ĕне ырри тата çăкăр кăна лартаççĕ. Пурте пухăнса çитсен çемьере чи асли сĕтел çине уйрăм чашăк лартать. Унта пăтă, ĕне ыррине, хăпарту, çÿхÿ татăкĕсем хурать. Вара ваттисене асăнса выльăх-чĕрлĕхшĕн кĕл тăвать те чашăк çине хуман çимĕçсенчен пĕр виçĕ кашăк ĕне ырри, виçĕ кашăк пăтă çиет, виçĕ çăвар çÿхÿ е хăпарту çыртса илет. Унтан чашăк çинчи çимĕçсене аслăк çине кайса лартать.
Ачасем ĕне ыррине питĕ кăмăллаççĕ. Çисе тăрансан тав сăмахĕсем калаççĕ:
— Пăрушĕ лайăх çитĕнтĕр!
— Ĕни сĕчĕ çуллă пултăр!
— Çитес çул ĕни татах пăрулатăр!
— Тавах тутлă апатшăн!
— Тур пулăштăр сире!
Çапла хуçисене тав туса ачасем пÿртрен тухаççĕ. Алкумĕнче шыв витри ларать. Ачасем кула-кула, шÿтлесе пĕр-пĕрне шывпа пĕрĕхме тытăнаççĕ. «Ĕни сĕтлĕ пултăр!», - теççĕ вĕсем.
Ĕне ырри йăлине кăтартса панă май ачасем ача-пăча вăййисемпе, шут сăввисемпе, витлешӱ такмакĕсемпе, тупмалли юмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе анлăн усă курчĕҫ.
Пирĕн шкул ачисем хăйсен пултарулăхне кăтарса пачĕҫ кăна мар, ытти шкулсенчи ачасем калăпланă йăла – йĕркесене курса хăйсен тавракурăмне анлăлатрĕҫ.
„Ĕни лайăх-и, ырри лайăх-и?
Пирĕншĕн пулсан ĕни лайăх,
Ырри тата лайăхрах“, - тесе вĕҫлерĕҫ ачасем ĕнери (ĕне ырри) йăлине кăтартса панă май.