Эпир Ҫатракассинчи вăтам шкулта ҫиччĕмĕш тата тăххăрмĕш классенче вĕренекенсем чӱк уйăхĕн вун ҫиччĕмĕшĕнче район тăрăх çул çÿреве тухрăмăр. Пирĕн иккĕмĕшĕш маршрутпа - "Муркаш - Çуткÿл - Турай - Исетерккĕ - Сосновка - Уйкас Янасал - Вăрманкасси - Муркаш" каймалла пулчĕ. Чăн малтанах эпир Муркашри тури чăвашсен музейне çитрĕмĕр. Музейра тăрăшакансем пире хапăл туса кĕтсе илчĕç. Кунта вара темĕн те пур: ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсемпе çи-пуçсем, картинăсемпе ал ĕçĕсен выставки, ĕç тата вăрçă паттăрĕсĕмпе паллаштаракан стендсем. Эксурсовод пире тĕплĕн те туллин каласа кăтартрĕ кунти экспонатсем пирки.
Малалла пирĕн çул Исетерккă ялне выртрĕ. Кунта Николаева Татьяна Николаевнăна, сакăр ывăлне вăрçа ăсатнă чăваш хăрарăмне, халалласа лартнă палăк умне çитрĕмĕр. Палăка 1984 çулта уçнă. Ывăлĕсене пĕрин хыççăн тепĕрне вăрçа ăсатнă амашĕ тăватă ачине кăна кĕтсе илнĕ вăрçăран. Вĕсенчен пĕри, Григорий, Совет Союзĕн Геройĕ ятне илме тивĕçлĕ пулнă. Мухтавлă чăваш амăшне пуç тайрăмăр, палăк умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнтĕмĕр те çула малалла тăсрăмăр.
Тепĕр чарăну чăвашсен малтанхи профессорĕ, „Хыпар” хаçат никĕслевçи Н.В.Никольский çуралнă Купăрля ялĕнче пулчĕ. Николай Васильевич çуралнă çурт умĕнче ятарлă палăк умĕнче чарăнтăмăр, Сосновка шкулĕнчи музейра тата паркра пултăмăр. Музейпа пире кунти библиотекăра вăй хуракан Татьяна Зиновьевна Степанова паллаштарчĕ. Пултаруллă профессор çуллахи вăхăтра ялта пулма тăрăшни çинчен, чылай ĕçне вăл кунта çырнине пĕлтерчĕ. Парк варринче паллă ентешĕмĕрĕн бюсчĕ, кунтах сцена тата çуллахи пÿрт, пĕве. Пĕвене Николай Васильевичăн ашшĕ йĕркелеме пуçланине, ашшĕн ĕçне ывăлĕ малалла тăснине пĕлтĕмĕр.
Çул çÿреве малалле тăсса Уйкас Янасал ялĕнчи чиркĕве çитрĕмĕр. 1886-1887-мĕш çулсенче чиркĕве çÿрекенсен укçипе çĕкленĕ чиркÿ çурчĕ упранса юлман, паян кунта йывăçран хăпартса лартнă капмар та илемлĕ чиркÿ.
Юлашки чарăну Вăрманкас ялĕнче пулчĕ. Ку тăрăхра чăвашсен пултаруллă композиторĕ Федор Семенович Васильев çуралса ÿснĕ. Вăл А.Алкан „Шыварман” баллади тăрăх чăвашсен малтанхи оперине калăплаканĕ. Клуб çумĕнче ун ячĕпе хисепленсе тăракан музей. Музей питĕ пуян: эпир чăвашсен ĕç хатĕрĕсĕмпе, музыка инструменчĕсемпе, ут хатĕрĕсĕмпе, ĕлĕкхи укçа-тенкĕпе паллашрăмăр. Ф.С.Васильевпа Ю.И.Скворцов прозаика халалланă стендсемпе, вăрçă çулăмĕсем витĕр тухнă паттăр çынсен çинчен калакан документсемпе кăсăклантăмăр.
Çул çÿрев интереслĕ те тулли пулчĕ. Çак экскурсие йĕркеленсене, Районти Ача-пăча пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсене, тав тăватпăр, вĕсене малашне те ăнăçу, сывлăх сунатпăр.