"Мехель" этнолагерь

Хаваслă çу кунĕсем  çитрĕç. Шкул çумĕнчи лагерьсем ĕçлеме пуçларĕç.  Кунта вĕренекенсем хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ, тавракурăмне аталантараççĕ. Çатракассинчи вăтам шкулта „Çеçпĕл” лагерь çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче ачасене йышăнчĕ. Кунта кăçал çĕнĕлĕх - этнолагерь уçăлчĕ. Ушкăна  „Мехел”  ят пачĕç, вунă ача çÿрет.  Ертÿçĕ пулма Скворцов Димитрие суйларĕç. „Мехел”  ушкăнăн девизĕ:

Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕр-шывăн хастар ачисем.

Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-çул уттинчен”.

 „Мехел”  ушкăн юрри  - „Эпир çуралнă вырăнсем”. Вĕсем куллен чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕ ĕçе хутшăнаççĕ. Пĕрремĕш кун эпир ушкăн ятне суйларăмăр, девизĕпе юррине вĕрентĕмĕр. Иккĕмĕш кун хаçат калăпларăмăр, ăна эпир „Савăнăç” ят патăмăр. Хаçат редакторĕсем Вероникăпа Настя тимлерĕç хаçат кăларнă çĕрте. Виççĕмĕш кун калаçу чăваш апат-çимĕçĕ пирки пычĕ. „Чăваш апат-çимĕçĕ” презентаци хатĕрлесе лагерьти ачасене паллаштартăмăр.

Тăваттăмĕш кун Калайкасси шкулне „Аслă тытăçу” вăййа хутшăнма кайса килтĕмĕр. Чылай çĕннине тата усăллине пĕлтĕмĕр кунта.

ФОТООТЧЕТ