Муркаш районĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа „Эпĕ – чăваш” сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурса Çатракассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç, конкурса виçĕ ĕç тăратрĕç вĕсем. Виçĕ ĕçрен иккĕшне пысăк хак панă тĕрĕслекенсем. Çиччĕмĕш класра вĕренекенсем: Иванова Аэлита тата Ерзукова Вероника дипломсем илме тивĕç пулчĕç. „Çĕр çинче мĕнле кăна халăх çук-ши? Вĕсем хушшинче авалхи, илемлĕ те мухтавлă халăх пур. Вăл – чăваш халăхĕ. Эпĕ çав халăхăн тĕпренчĕкĕ. Эпĕ хам ват асаттен, асаттен, аттепе аннен чĕлхипе калаçатăп. Ман халăх çак чĕлхепе сăпка юрри юрланă, ырăлăхпа сывлăх ыйтса авалхи турăсене чÿкленĕ, темĕн тĕрлĕ юрă юрланă, тĕрлĕ юмах хайланă... Çапла майпа хăйсем чăваш пулни не палăртнă”, -сăмахсемпе пуçлать хăйĕн ĕçне Аэлита. Вăл пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Эпир вĕсене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.