Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Ака уйăхĕн 18 мĕшĕнчен пуçласа 25 - мĕшĕччен Çатракасси  шкулĕнче Чăваш чĕлхи эрни пырать. Çак эрне тĕрлĕ ĕçпе пуян. Улттăмĕш тата çиччĕмĕш классенче вĕренекенсем  „Чăваш Улăпĕ” тата „Чăваш Прометейĕ” ятлă хаçатсем  кăларчĕç. Ака уйăхĕн çирĕм иккĕмĕшĕнче  „Янăра чăваш сăмахĕ” ятпа сăвă илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса кĕçĕн классенче  тата вăтам классенче вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç.  Улттăмĕш тата çиччĕмĕш классем вара „Пирĕ вăйă” пултаруллисемпе тавçăруллисен ăмăртăва хутшăнчĕç. Улттăмĕш классем хушшинче „Хĕвел” ушкăн мала тухрĕ. Çиччĕмĕш класра „Чăваш каччисем” çĕнтерĕве хйăсем аллине илчĕç. Чăваш чĕлхи кунне халалланă ĕçсем малалла пыраççĕ.