Çывхарса килекен Мартăн 8-мĕш уяв ячĕпе шкулта вĕренекен маттур хĕрачасем хушшинче «Чиперук» - пултаруллăхпа илемлĕх конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурсра пиллĕк хĕрача хутшăнма кăмăл турĕҫ: Анна Васильева, Татьяна Агапова, Марианна Семенова, Ольга Кудикова, Анастасия Иванова.
Тӱресем вунпĕрмĕш класра вĕренекен яшсем пулчĕҫ: Георгий Теплов, Александр Васильев, Стас Григорьев. Аслă тӱре пулма ачасем пуҫламăш класс учительне Светлана Васильевна Федоровăна шанчĕҫ. Конкурса Наталия Григорьевна Романова йĕркелесе ертсе пычĕ.
Пĕрреммĕш конкурс «Паллашар, ку эпĕ» ятлă. Кунта ҫамрăк пикесем хăйсемпе, хăйсен шухăш-кăмăлĕпе, шкулти çитĕнÿсемпе паллаштарчĕҫ. Вĕсене ҫак конкурсра класри тантăшсем те пулăшрĕҫ.
Вăйăсенче ун сасси
Кайăк сасси евĕрлĕ, - тесе çырать К.В.Иванов Нарспи çинчен.
Чăнах та, юрă-чун уççи. Юрă юрласан, ташă ташласан хуйхă та икĕ хут пĕчĕкленет, савăнăç та икĕ хут пысăкланать теççĕ халăхра. Иккĕмĕш конкурс «Манăн пултарулăх»: чиперуксем сăвă каласа, юрă юрласа савăнтарчĕҫ.
Черетлĕ виҫҫĕмĕш «Пĕлетĕр-и эсир?» конкурсра пирĕн пикесен мĕн тери тавҫăруллă пулнине кăтартма ыйтусем ҫине хуравламалла пулчĕ.
Е сак çинчи кушакĕ
Питне çăва пуçласан,
Апат хатĕр хăнашăн
Алли-ури çăмăлран.
Кашни çыннăн апат-çимĕç пĕçерме хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур. Тăваттăмĕш конкурс «Апачĕ тутлă пултăр!» ятлă. Хĕрупраҫăн килтен чăваш апат-ҫимĕҫне хатĕрлесе килмелле пулнă. Кашни хĕрача хăй хатĕрленĕ апат-çимĕçĕпе паллаштарчĕ. Тӱресене уйрăмах Таня Агапова ҫăкăр пĕҫерсе килме пултарни тĕлĕнтерчĕ.
Е çĕлеме ларать те
Çĕвви шăрçа пек пулать.
Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă
Пĕр кĕрет те пĕр тухать.
Пиллĕкĕмĕш конкурс «Чăваш тĕрри»: хĕрачасем хальхинче тĕрлĕ тĕслĕ хут татăкĕсенчен чăваш тĕррин эрещне пуҫтарчĕҫ.
Кăмăл уçă, кăмăл лайăх
Юрлар чăваш юррине!
Кăмăл уçă, кăмăл лайăх
Ташлар чăваш ташшине!
Улттăмĕш «Атьăр вăййа тухар-и, ташă-юрă пуҫлари» конкурсра каллех Таня Агапова маттур пулни курăнчĕ. Унтан Анна Васильева та юлмарĕ.
Залра ларакансем хăйсен тантăшĕсене пулăшас тесе чылай вăй хучĕҫ: ҫурхи чечексен, хĕрачасен чăвашла ячĕсене, анне ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илчĕҫ.
Чи хумхануллă, кĕтнĕ самант конкурс пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ:
«Чи ĕçчен пике» - Ольга Кудикова (9 класс);
«Чи тавҫăруллă пике» - Анастасия Иванова (10 класс);
«Чи хÿхĕм пике» - Марианна Семёнова (8 класс);
«Чи сăпайлă пике» - Анна Васильева (6 класс).
«Чи пултаруллă пике» «Чиперук-2016» конкурс ҫĕтерӱҫи Татьяна Агапова (7 класс) пулса тăчĕ.
Хĕрупаҫсене парнесем парса чысларĕҫ.