6 -мĕш класра вĕренекенсем - чăн - чăн кайăк тусĕсем. Хĕллехи çанталăкра вĕçен кайăксене уйрăмах йывăр пулнине ăнланса вĕсем çулленех шкул çумĕнчи йывăçсем çине сырăшсем туса çакаççĕ, унта тырă пĕрчисем, çăкăр тĕпренчĕкĕсем хурсах тăраççĕ. Çапла вĕсем хĕл каçма юлнă кайăксен пурнăçне çăмăллатаççĕ.