Чăваш чĕлхи эрни

2013 çулхи ака уйăхĕн 18 - мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25 -  мĕшĕччен Çатракасси вăтам шкулĕнче  Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ   Никитина Л.В. ачасене чăваш чĕлхи çинчен каласа пачĕ, çак эрнере пулса иртмелли  мероприятисемпе паллаштарчĕ. Уява пурте хастаррăн хутшăнчĕç. Пур класра та ««Чĕлхем, эс чĕрĕлĕх çăлкуçĕ» темăпа класс вăхăчĕсем иртрĕç. Шкул библиотекинче «И.Я. Яковлев – чăваш çырулăхне пуçарса яраканĕ» ятлă выставка ĕçлерĕ. Ăна йĕркелекенĕ – Никитина С.Н.  5-7 классенче вĕренекенсем И.Я.Яковлев хайлавĕсем тăрăх тунă ÿкерчĕксен конкурсне те хаваспах хутшăнчĕç . Уйрăмах  6 класра  вĕренекенсем палăрчĕç. 1 - мĕш вырăна çак класра  вĕренекен  Димитриева Диана «Автан» тата „Мăнтăрланнă шăши” хайлавсем тăрăх тунă ÿкерчĕксемпе çĕнсе илме пултарчĕ, 2 – мĕш вырăна 5 класри Семенова Людмила ( «Шăши» хайлав тăрăх тунă ÿкерчĕк) тухрĕ, 3 - мĕш вырăна вара 7 класра вĕренекен Павлов Андрей ( «Автан» хайлав тăрăх тунă ÿкерчĕк) çĕнсе илчĕ. 10 - мĕш класра  вĕренекенсем «Чăваш халăхĕн Улăпĕсем» ятлă стена хаçачĕ кăларчĕç.  Никитина Л.В. 5-6 классем хушшнче «Çăлтăрчăк» вǎйǎ – конкурс ирттерчĕ. Аслă классенче вĕренкенсем хушшинче сочинени конкурсĕ иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна 9 класра вĕренекен Сквоцова Людмила тухма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çак класра вĕренекен Иванова Эльвирăпа  8 класра вĕренкен Васильев Александр тивĕçрĕç.

            Пуçламăш классенче вĕренкенсем те уява хастар хутшăнчĕç. Кунта пĕчĕк артистсем тĕрлĕрен юмахсемпе сценкăсем  лартса пачĕç: «Хурăн сĕткенĕ», «Çухалнă лаша тупăнни», «Кулачă». Кунта  3-мĕш класра  вĕренекенсем уйрăмах палăрчĕç. Вĕсем лартса панă „Хурăн сĕткенĕ” инсценировка пурин кăмăлне те кайрĕ. Жюри членĕсем уйрăмах çак ачасене палăртрĕç: Ганин Владимир(4 класс), Якимов Алексей (4 класс), Юрский Игорь (4 класс), Белова Татьяна(4 класс) , Скворцов Дмитрий (3 класс), Федорова Анита (3 класс), Романова Анастасия (3 класс), Иванова София  (1 класс). Иккĕмĕш класра вĕренекенсем вара сăвă калама ăста.

            Ака уйăхĕн 25 - мĕшĕнче шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртрĕ.
« Юратар,  упрар  чĕлхемĕре: вăл пытăр ĕмĕр ĕмĕре» литературăпа музыка композицие
 9 - 5- мĕш классенче вĕренекенсем лартса пачĕç.  Уява кĕçĕн тата вăтам класра  вĕренекенсем активлăн хутшăнчĕç. Кĕçĕн класра  вĕренекенсем малтанах «Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ» - И.Я. Яковлевăн пурнăçĕпе  ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан презентаци
пе паллашрĕç. Кайран Никитина Л.В. ачасене «Н.В.Никольский  пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр»  презентаципе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем нумай çĕннине те интереслине  пĕлчĕç.