«Кĕнеке – паха тупра, ăна упра» урок-вăйă

«Кĕнеке – паха тупра, ăна упра» ятпа октябрĕн 10 - мĕшĕнче Çатракассинчи 5-мĕш класра вĕренекенсем ял библиотекинче урок-вăйă ирттерчĕ¸. Ачасем ку урока малтанах хатĕрленме пу¸ларĕ¸, сăвăсем, сценкăсем  вĕренчĕ¸. Урока йĕркелекенĕ чăваш чĕлипе литература вĕрентекенĕ Никитина Л.В. Вăл ачасене кĕнекесене таса, типтерлĕ тытмалли пирки каласа ăнлантарчĕ. Вĕренекенсем ваттисен сăмахĕсене аса илчĕ¸, кĕнекесене мĕнле тытмаллине ¸ирĕплетрĕ¸. Ун хы¸¸ăн библиотека ертÿ¸и Конузина В.П. ачасене библиотекăпа туллин паллаштарчĕ. Юлашкинчен ачасем вулама кĕнекесем илчĕ¸.